Чӑваш Патшалӑх Канашӗнче тӗрлӗ курав уҫасси ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. «Эпир хамӑр ӑсталама пӗлместпӗр, анчах илемпе киленме пӗлетпӗр», — ҫак шухӑша палӑртрӗ паянхи курава уҫма хутшӑннӑ май ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Анатолий Князев.
Саккун кӑларакан республикӑн ҫак органӗн стенисене хальхинче Юрий Андреев скульптор ӗҫӗсем илемлетрӗҫ. Сӑмах май, коридора Улатӑр художникӗн Сергей Разуткинӑн ӗҫӗсем те капӑрлатаҫҫӗ. Вӑл курава та ытла нумаях мар уҫнӑччӗ. Тӗрӗссипе, маларах сӑрӑ ӑстисен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ пулсан халӗ йӑларан пӑрӑнас тенӗ — ӳнерӗн тепӗр енне, кӳлепе касса ӑсталакана, вырӑн панӑ.
Ӗҫсен авторӗ — Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре ҫуралса ӳснӗ Юрий Андреев. Йывӑҫа сӑн кӗртекен маттур Мускаври ӳнер университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Паян вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ. Курава илсе пынӑ ӗҫсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи куравра пулнӑ. Вӗсене республикӑн саккун кӑларакан органне ӳнер музейӗн фондӗнчен вӑхӑтлӑха тесе илсе пынине пӗлтерчӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров.
Ҫапла тума Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ предпринимателӗ» хисеплӗ ята парасси пирки йышӑну тӑвиччен «халӑх тарҫисем» хӗрсех тавлашнӑ-мӗн. «Regnum» информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, усламҫӑсене хавхалантарассипе хавхалантармасси пирки ҫур сехете яхӑн сӳтсе явнӑ.
Ытти регионта ҫук хисеплӗ ята кама тата мӗне кура парӗҫ, усламҫӑсене, тен, уҫӑ кӑмӑллӑхшӑн е налук нумай тӳленӗшӗн чысласан тӗрӗсрех пулмӗ-и текенсем те тупӑннӑ иккен. «Хисепе тивӗҫлисем пур. Анчах вӗсем наградӑсемпе хисеплӗ ятсене илмесӗр юлаҫҫӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов.
Саккун проектне икӗ вулавпа пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 34 депутат сасӑланӑ, пилӗккӗн хирӗҫ пулнӑ, иккӗн тытӑнса тӑнӑ.
Шӑп та лӑп 15 ҫул каялла, 1996 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнче тухнӑ та ӗнтӗ пирӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ. Ун чухне ун тиражӗ 9 пинпе танлашна пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра хаҫат 1700 экземплярпа юнкунсерен тухать. Хаҫат редакторӗ пулса тӗрлӗ вӑхӑтра В.Н. Петров, Н.А. Галкин, Л.Л. Васильев, В.Н. Алексеев пулнӑ. Паянхи кун вара ку ӗҫе О.А. Петрова туса пырать.

Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетсӗр 30-мӗш ларӑвӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне малашне йышӑнма тӑратнӑ Игнатьев Михаил Васильевич кандидатурине пӑхса тухнӑ. Ларӑва хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑнакан Николай Васильевич Фёдоров, Атӑлҫи Федераллӑ округри РФ президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Григорий Рапота, Раҫҫей патшалӑх думинчи Чӑваш Республикинен тӑратнӑ депутатсем Николай Бударинпа Павел Семёнов, Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Федераци Канашӗнчи Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн представителӗ Владимир Слуцкер, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Ларӑва онлайн-майпа тӗнче тетелӗнче та сӑнама май пурччӗ.
Сасӑлава пурӗ 43 депутат хутшӑннӑ. 37-ӗшӗ Михаил Игнатьев малашне Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑнассипе килӗшнӗ, 5-ӗшӗ хирӗҫ пулнӑ, пӗри хӑй шухӑшне пӗлтермен. Ҫапла май Николай Васильевич Фёдорова шанса панӑ вӑхӑт вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ун вырӑнне хальхи вӑхӑтра Кабинет Министрӗн Председателӗн ҫумӗ тата Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ пулса ӗҫлекен Игнатьев Михаил Васильевич йышӑнӗ.

Утӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетсӗр 30-мӗш ларӑвӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ — 14 сехетре.
Правительство ҫурчӗн Пысӑк лару залне пухӑнса депутатсен пӗртен-пӗр ыйту сӳтсе явмалла пулӗ — Д. Медведев сӗннӗ Игнатьев Михаил Васильевич Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑнма тивӗҫлӗ е ҫук. Пулас президент кандидатурине Раҫҫей президенчӗ утӑн 21-мӗшӗнче тӑратсаччӗ.
Ларӑва пухӑннӑ депутатсем умӗнче Рапота Г.А., Атӑлҫи федераллӑ округри Раҫҫей Президенчӗн тулли праваллӑ представителӗ сӑмах тухса калӗ.
